Чӑваш кӗнеке кӑларӑшӗнчен пӗлтӗр 8-мӗш класӑн, паян 9-мӗш класӑн ҫӗнӗ кӗнекисене (тӗрӗссипе — улттӑмӗш ҫӗнетсе улӑштарнӑ кӑларӑма) илсе килчӗҫ. Савӑнмалла. Тӑрӑшса ӗҫленӗ, Евгений Майковпа Ольга Вишнева вӗрентекенсем пултарнине тунӑ. Тепӗр тӗлӗнтермӗш, ҫӗнӗ кӗнекешӗн 3 пин ытларах гонорар парса янӑ. Унчченхисемшӗн пачах ним тӳлеменни те пулнӑ-ҫке! Ҫавӑнпа укҫа пирки калаҫмӑпӑр, ахаллӗн мана хирӗҫ Родионов-Яковлев-Ендеров тата тахӑшӗн пӗрлӗхӗ каллех кӑшласа ларать. Ку ушкӑн хам чӗрӗ чухнех курнӑҫланса синкер сарать те, вилсе выртсан мӗнле сиксе ташлӗ-ши? Ирӗксӗрех пуҫа Даниил Эльмень шӑпи килет — пӗр ҫын пӑтратнипе кӗрӗс-мерӗс шав тӑваҫҫӗ те пултаруллӑ этемех таптаса хураҫҫӗ.
Кайма пуҫтарӑнсан шикленесси ҫук. Пурнӑҫа хакласа шутланӑ чухне капланнине каласа хӑварни вырӑнлӑрах. Хӑй пирки хӑлаҫланать, критикӑна юратмасть, йӑлтах хӑйшӗн тейӗҫ. Ку яланах ҫапла пулнӑ — Эльменсен вӑхӑтӗнче те. Тинкерӗр, ҫаплах ҫав. Тӑван сӑмахлӑх пирки каланӑ чухне манӑн хам ҫинчен сас тумасӑр пулмастех. Ан тив, лешсем кӗвӗҫсе, сӑхланса е урӑх тӗллевпе элеклеччӗр — эпӗ хамӑн ӗмӗре, чылай тӑпӑлтарчӗҫ пулсан та, литература вӗрентӗвӗнчен уйӑраймарӑм.
Мускавра пурӑнакан хӗр Инстаграмри хӑйӗн страницинче чӑвашла тумлантарнӑ пуканесене, тӑван халӑхӑмӑрпа ҫыхӑннӑ ытти сӑна тӑтӑшах вырнаҫтарать.
«Ырӑ ир пурне те! Пӗчӗк юлташсене чӑваш тумӗ питӗ хитре каять) Килӗшетӗр-и?», «Ытти халӑхӑн тӗрри те, паллах, питӗ илемлӗ. Анчах та тӑван япала капӑртарах та хитререх туйӑнать», — ҫапларах постсем ҫырать маттур пике хӑйӗн ӳкерчӗкӗсен айне.
Ксения Кошелева — Чӑваш Енри Йӗпреҫ районӗнчен. Халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Пултаруллӑ иллюстратор ӳкерме ачаранах юратнӑ, анчах биологипе географи учительне вӗренсе тухнӑ. Художество пӗлӗвӗ пулмасан та пӗлӗшӗсем ыйтсан кӗнекесене те хитрелетет.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культурине юратасси Мускава куҫса кайсан тата ют ҫӗршывра пулса курнӑ, ытти культурӑпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ.
Ксения планшетра ӳкерет. Унӑн ӗҫӗсем электрон мелпе упранаҫҫӗ. Ӗҫе пуҫӑнсанах пӗр ӳкерчӗкпе эрне таран ларма тивнӗ, халӗ 5-6 сехет татти-сыпписӗр ӗҫлесен вӗҫлет. Унӑн ӳкерчӗкне 40 пин тенкӗпе туянакан та пулнӑ.
Редакцирен: Ку статьяна автор «ӑ», «ӗ», «ҫ», «ӳ» саспаллисемсӗр ярса пачӗ. Эпир вӗсене ҫеҫ юсаса тухрӑмӑр (хӑш-пӗр вырӑнта куҫа лекменни те пулма пултарать, тӳрех каҫару ыйтатпӑр). Стилистикине вара йӑлт авторӑнне хӑвартӑмӑр. Сӑмах май аса илтеретпӗр, ку — Тимӗр Акташӑн, пирӗн сайтра вырнаҫнисенчен, пӗрремӗш чӑвашла ҫырнӑ статья мар. Вӑл унччен те чӑвашла ҫырса парсаччӗ. Калаҫма та Тимӗр Акташ журналист чӑвашла йӗркеллех калаҫать. Пирӗнешкел, ачаранах чӑвашла ӳснисемпе танлаштарма ҫук-ха ӗнтӗ, анчах кунта чи пахи — вӑл чӑн та чӑвашла калаҫма тӑрӑшнинче, чӑваш чӗлхи мана кирлех мар тесе тӑманнинче (унашкал темиҫе ҫын пур: хӑйсем чӑвашлӑха тӗпчеҫҫӗ, чӑвашлӑхпа пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ, анчах чӑвашла ниепле те вӗренесшӗн мар; Акташ вӗсен йышне, тем тесен те, кӗмест).
«...70 ҫул хушшинче хӑйӗн тӑван чӗлхине вӗренеймен Тимӗр Акташ», — ҫырать Юрий Яковлев «Ҫиелтинчен тарӑнӑша»... хӑйӗн статьяра Чӑваш халӑх сайтӗнче 2021-мӗш ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 3-мӗшӗнче.
Ку масӑллӑ информаци хатӗрӗнче каланӑ шухӑш — тӗрӗс мар!
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.
Ирхине 5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен Наци Телевиденийӗпе чӑваш чӗлхиллӗ передачӑсем ҫеҫ пулччӑр! Рекламӑсем вырӑсла пулччӑр.
Чӑвашсем ура ҫинче. Ҫак вӑхӑтра вӗсен чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсене пӑхасчӗ! Чӑваш чӗлхине пӗлмен ҫынсем ку вӑхӑтра ҫывӑраҫҫӗ ҫавах! Ҫывӑрмасан та, асту, чӑваш наци телевиденийӗн передачисене пӑхаҫҫӗ пуль!
Икӗ патшалӑх чӗлхи тетпӗр. Талӑкра 23 сехет хушши вырӑс чӗлхи хуҫаланать! Ҫывӑрас килнӗ вӑхӑтра ирхине (5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен) пӗр сехет хушши чӑваш чӗлхи хуҫалантӑрччӗ! Ирхине 5 сехетре вӑранса чӑваш ҫынни вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе вырӑнне йышӑнма вӗрентӗр-и? Россия1-Чувашия телеканалпа чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсем 9 сехетре тин пуҫланаҫҫӗ!
Ирхине 5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен экран ҫинчи этемсем вырӑс чӗлхипе калаҫмасран, вырӑс чӗлхи илтӗнмесрен, вырӑс чӗлхипе пыракан кӑларӑмӗсене итлемешкӗн (тӑнламашкӑн) майӗ ҫухаласран хӑраса ӳкрӗмӗр-ши?
Канмалли кунсем пыраҫҫӗ пулин те Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ раштав уйӑхӗнче мӗнле ӗҫлени пирки каласа памасӑр май ҫук. Иртнӗ ҫула пӗтӗмлетме те вӑхӑт.
2020-мӗш ҫулталӑка эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ. 2019 ҫулта ака уйӑхӗнче ҫеҫ ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр пулин те ҫулталӑк хушшинче ун чухне 200 пин хатӗрлеме май тупнӑччӗ. Паллах, малтан ӗҫе йӗркелесси, чи ӑнӑҫлӑ ҫула шырасси пулчӗ — ҫавна май виҫӗмҫул пухнӑ икҫӗр пин пирӗншӗн вӑл сахал мар. 2020 ҫулта вара пурӗ 410 пин ытла пухма пултартӑмӑр. Иртнӗ ҫулталӑка эпир 652 пин те 732 мӑшӑрпа вӗҫлетпӗр. Чӳк уйӑхӗнчен ку 31 пин те 681 мӑшӑр ытларах. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче тунӑ 45 пинех мар ӗнтӗ, анчах 31 пин те самаях (пирӗн текстсем те сахалланса пыраҫҫӗ, йывӑррисен йышӗ те ӳссе пырать...).
Кӑҫалхи плансене илес пулсан эпир тем тесен те миллион мӑшӑр таран ҫитерес шухӑшлӑ. Ун чухлӗ пухсан чӑваш чӗлхине пӗр чӑрмавсӑр Google е ытти куҫаруҫӑсене кӗртме май тупӑнӗ. Ку тӗллеве пурнӑҫлама вара пер енчен нумаях та юлман (350 пинрен те сахал), тепӗр енчен пурнӑҫлама та ҫӑмӑл пулмӗ — малалла пирӗн йывӑртарах текстсемпе ӗҫлеме тӳр килӗ. Енчен те халь, калӑпӑр, эпир чӑвашла текста ҫеҫ сканерлатпӑр пулсан, малашне чӑвашлине те вырӑслине электронлӑ варианта куҫарма тивӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра яланхиллех тӗрлӗ объекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хута яраҫҫӗ, юсаса ҫӗнетнисене те ҫак вӑхӑтра уҫма тӑрӑшаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫӗнче тата Чӑваш Ишекӗнче юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн клубсем уҫӑлнӑ.
Кӗҫӗн Арапуҫӗнчи клуба ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен юсанӑ. Республика бюджетӗнчен уйӑрнӑ тупрапа ҫӗнӗ сӗтел-пукан, сцена ҫинче тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ та туяннӑ.
Чӑваш Ишекӗнчи клуба та ҫуллах юсанӑ.
Юсаса ҫӗнетнӗ клубсенчен пӗрин ҫине «Добро пожаловать» тесе ҫырса хунӑ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ.
Культура учрежденине 150 вырӑнлӑх тунӑ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби ку пулӑма «тахҫантанпах кӗтнӗскер» тесе хакланӑ.
Ял ҫыннисен савӑнӑҫне пайлама культура министрӗн ҫумӗ Елена Чернова тата республика парламенчӗн депутачӗ Сергей Павлов пырса ҫитнӗ.
Культура ҫуртӗнче вулавӑш та вырнаҫнӑ.
Культура ҫурчӗ ҫине, сӑмах май каласан, «Дом культуры» тесе вырӑсла ҫырса хунӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Ягодовӑпа Ирина Михайлован «Чӑваш ачисен вӑййисем. Чувашские детские игры» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленӗ. Ӑна вырӑсла Людмила Ягодова тата Олег Кульев куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Светлана Бритвина.
Кӗнекене чӑваш ачисен вӑййисем кӗнӗ. Вӗсене темӑна кура уйӑрнӑ: сахал хускануллӑ вӑйӑсем, тӗроӗ япалапа усӑ курса вылямаллисем, ӗҫленӗҫи туса вылямаллисем тата ытти те. Вӗсене икӗ чӗлхепе ӑнлантарса панӑ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра чӑвашла кӗнекесем кӑларасси йышланӗ. Ҫакӑн пирки социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Унта Чӑваш кӗнеке издательствин гендиректорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Журавлева сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта издательствӑра тӗрлӗ ятпа 102 кӗнеке 145 пине яхӑн тиражпа пичетленӗ. Вӗсенчен 53 кӑларӑмне кӑларма патшалӑх пулӑшнӑ.
2021 ҫулта тӗрлӗ ятпа 52 кӗнеке пичетлеме палӑртнӑ, вӗсенчен 18-шӗ чӑвашла пулӗ, 19-шӗ — вырӑсла тата чӑвашла, 15-шӗ — вырӑсла. Сӑмах май, Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускавра ӗҫленӗ, халӗ унтах пурӑнакан Надежда Павлова балерина ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа та кӗнеке пичетлӗҫ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӳре. Тӳре-шара. Тӳре-шара килсе капланчӗ…
Тӳре вӑл судьяна пӗлтерет, тетпӗр хӑш чухне.
Унӑн чӑн пӗлтерӗшӗ ҫапла: Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчи ку сӑмах Чингизида, урӑхла каласан, Чингиз-хан йӑхӗнчен тухнӑ ҫын тенине пӗлтернӗ.
Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчен паянхи куна ҫити пурӑнса сӑмах хӑйӗн авалхи пӗлтерӗшне ҫухатнӑ. Анчах ҫеҫенхирсенче пурӑнакан чылай халӑх чӗлхинче тӳре (тюра) халь те авалхи пӗлтерӗшне упрать. Казахстанра пурӑнакан вырӑс писателӗ Алексей Брагин хӑйӗн «Деды и прадеды» повеҫӗнче ӑна ҫав авалхи пӗлтерӗшӗпех анлӑн усӑ курать.
Хушса калани. Ку сӑмаха тӗрӗслемесен те юрӗччӗ те, анчах ҫавах хамӑр та кӑшт тишкерсе тухар-ха.
Чӑн та, тӳре «судья»-на пӗлтерет. «Тӳре-шара» — пӗтӗм чиновниксене палӑртмалли мӑшӑр сӑмах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |